Управление Федеральной службы по надзору в сфере защиты прав потребителей и благополучия человека по Чувашской Республике - Чувашии

Çăл шывĕ пăхма таса та... («Хыпар», 22.03.2018)

Çăл шывĕ пăхма таса та... («Хыпар», 22.03.2018)

Федерацин Потребитель прависене тата этем ырлăх-сывлăхне хÿтĕлекен сфера надзорĕн службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская паян пресс-конференцире ведомствăн 2017 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

Управлени пĕлтĕр 1107 тĕрĕслев ирттернĕ. Республикăра санитари-эпидемиологи тăрăмĕ тивĕçлĕ шайра пулнине палăртнă. 2016 çулпа танлаштарсан грипран сыхланма прививка тутаракан халăх йышĕ ÿснĕ, çавна пула кăçал чирлекенсен хисепĕ 12,6% чакнă.

Потребительсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе 298 тĕрĕслев тунă, 6,3 млн тенкĕлĕх штраф хунă.

Федерацин 2011 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Таса шыв парса тăрасси тата таса маррине юхтарса ярасси» саккунĕпе килĕшÿллĕн 179 тĕрĕслев ирттернĕ, санитари-эпидемиологи ыйтăвне тивĕçтермен тĕслĕхсемпе 85 уведомлени çырма тивнĕ.

— Надежда Феофановна, ялсенче çынсем çăл шывне çаплипех ĕçеççĕ. Вăл яланах таса-ши? — ыйтрĕç журналистсем.

— Çăл шывĕ тăрă курăнать пулин те яланах таса тăмасть, — терĕ Н.Луговская. — Çуркунне юр кайнă, кĕркунне вăрах çăвакан çумăрсен вăхăтĕнче ăна вĕретмесĕр ĕçмелле мар.

Калаçу апат-çимĕç пахалăхĕ çине куçрĕ. 2 пин ытла тĕрĕслевре çитменлăх сахал мар тупнă. Сăмахран, аш-какайăн 4,3 проценчĕ пахалăхсăр пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен кăтарту 2016 çулхинчен лайăхланнă. Анчах сĕт тата унран хатĕрлекен юр-вар пирки апла калаймăн. Вĕсенче типĕтнĕ сĕт хушнă тĕслĕхсем тупнă.

Валентин Григорьев

 

http://hypar.ru/cv/cal-shyve-pahma-tasa-ta